Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Малов Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине парти списокӗпе лекме пултарать. Капла шанчӑк пуррине «Правда ПФО» интернет-хаҫат темиҫе кун маларах пӗлтернӗ.
Унта ҫырни тӑрӑх ҫакӑ сисӗнет. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думине иртнӗ суйлавра Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа мандатсене пайланӑ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне питех йышлӑ сасӑ пухайман. Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне лекнӗ, Малов — ҫук. Ҫывӑх вӑхӑтра РФ Патшалӑх Думинче тепӗр ваканси пушанӗ. Регион ушкӑнӗпе парламента лекнӗ Марат Сафин теннисист хӑйӗн полномочийӗнчен хӑтарма ыйтнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗренӳпе спорт комплексӗнче «Танцевальный фейерверк» (чӑв. Ташӑ фейерверкӗ) уҫӑ Кубок иртнӗ. Унта хутшӑннисем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн ташланӑ.
Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен сӑмахӗнче пӗр-пӗрин ячӗпе ӑшӑ сӑмах самай каланӑ. Республика ертӳҫи ачасене спортӑн ҫак енӗпе аталантарнӑшӑн ашшӗ-амӑшне те ырланӑ.
Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртекен ӑмӑртура пултарулӑха ҫула тата программӑна кура хакланӑ. Кӑҫалхи Кубокшӑн Мари Элти, Тутарстанри, Чӑваш Енри, Чулхула, Киров, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ташӑҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби Кубок пирки кӗскен хыпарланинче ҫӗнтерӳҫӗне хальлӗхе асӑнманччӗ-ха.
Спорт ветеранӗсемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухнӑ. Ӑмӑрту Спортӑн хӗллехи енӗсен центрӗн йӗлтӗр базинче иртнӗ.
Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑмӑрту йӗркелесси йӑлана кӗнине палӑртнӑ май вӑл тахҫантанпах кӗтнӗ спорт уявӗ пулнине асӑнса хӑварнӑ. Ун пек тупӑшусем ҫамрӑксене те спортпа туслаштарма пулӑшаҫҫӗ тесе шухӑшлать Элтепер. «Лыжник» (чӑв. Йӗлтӗрҫӗ) спорт клубӗн ертӳҫи Олег Сапожников республика ертӳҫисене спорт ветеранӗсене пур енлӗн пулӑшнишӗн тав тунӑ. Йӗлтӗр спорчӗ енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗ, ветерансем хушшинче тӗнче чемпионки Наталья Кузьмина хӗллехи спорт ӑмӑртӑвӗсене ҫулсерен йышлӑнрах хутшӑннине палӑртнӑ.
Чӑн та, кӑҫалхи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 104 арҫынпа 34 хӗрарӑм хушшинче Чӑваш Енри йӗлтӗрҫӗсемсӗр пуҫне Мари Элтан, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Мускав хулинчен килнӗ спортсменсем те пулнӑ.
Ӗнер, Раҫҫейӗн Конституци кунӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ «Дружба народов» (чӑв. Халӑхсен туслӑхӗ) фестиваль-конкурс ирттернӗ. Тӗрлӗ наци ҫынни пулнине тата тӗрлӗ тӗне ӗненнине пӑхмасӑрах пӗрне-пӗри хисеплессине, ытти халӑх культурине, йӑли-йӗркине хисеплессине ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Кӑҫалхипе мероприяти пиллӗкмӗш хут иртет.
Этнофестивале ҫамрӑксем хӑйсен вӑйӗпе ирттернӗ. Кашни факультет тӗнчери пӗр-пӗр халӑх культури ҫинчен вунӑ минутлӑх хӑтлав хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫамрӑксем Туркменистан, Япони, Шотланди, Аргентина, Греци тата хамӑр ҫӗршывӑн регионсен: Чӑваш Енӗн, Мари Элӗн, Тутарстанӑн, ҫавӑн пекех Кубань казакӗсемпе чикансен культурипе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енре «Молодые профессионалы» (Worldskills Russia) (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем) регионти уҫӑ V чемпионата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. ЧР Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи, унчченхисемпе танлаштарсан, хутшӑнакансен тата экспертсен йышӗпе те, пултарулӑх шайӗпе те ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламланӑ.
Йышлӑн хутшӑннине палӑртрӑмӑр та, професси пӗлӗвӗ паракан 37 заведенирен 114 студент хутшӑннӑ. Чемпионата хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Тутарстанри, Мари Элти, Мускав, Самара, Сарӑту, Тӗмен, Орлов облаҫӗсенчи, Краснодар енӗнчи ҫамрӑксем тата тӗрлӗ хулари (Питӗрпе Челябинск облаҫӗ таранах) экспертсем пырса ҫитнӗ.
Ӑмӑртура 19 тӗрлӗ ӗҫе хакланӑ. Кунта кирпӗч хума пӗлмеллинчен тытӑнса апат пӗҫересси, парикмахер ӑсталӑхӗ тата ытти те кӗнӗ. Кашни номинаципех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ та пурне каласа каяймӑн. Анчах Чӑваш Енри ҫамрӑксем пур енлӗн палӑрнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти шкулсенче ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкулсенчи директорсен вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикипе юнашар вырнаҫнӑ кӳршӗ Мари Эл Республикин тӗп хулине — Йошкар-Олана — ҫул тытнӑ. Унта вӗсем хулари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 14-мӗш гимназире «Вӗренекенсен этнокултьтура аталанӑвӗ» ятлӑ семинарта пулнӑ. Мари Эл Республикинче пурӑнакан ӗҫтешсем пирӗн делегацие уроксемпе класс тулашӗнчи ӗҫсен тӗсӗсене кӑтартнӑ.
Ҫавӑн пекех вӗрентекенсем хула центрӗнче ҫӗкленекен ҫӗнӗ архитектура микрорайонне ҫитсе курнӑ, тӗрлӗ паллӑ вырӑнсенче экскурире пулнӑ. Вӗрентекенсене уйрӑмах ҫармӑссем хӑйсен тӗп хулин историне, унпа ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсен ячӗ-шывне ҫӗклеме тӑрӑшни кӑмӑла кайнӑ тата Европа шайӗнче тӑракан архитектура ҫурчӗсемпе парксем, урамсемпе лапамсем ҫӗклеме вӑй-хал ҫитерни тӗлӗнтернӗ.
Кӳршӗри Мари Эл республикинче паян «Яндекс.Переводчик» валли хатӗрленӗ ҫармӑс чӗлхин версине хӑтларӗҫ. Ӑна В.М. Васильев ячӗллӗ Мари Элти чӗлхе, литература тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ тата республикӑри «Ҫармӑс чӗлхи тата компьютер технологийӗ» ҫармӑс культурин центрӗ йӗркеленӗ. Ӗҫе Андрей Чемышев хатӗрленӗ. Хӑтлавӑн тӗп пайне вӑлах ертсе пычӗ те.
Хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмача хатӗрлекен ӑна мӗнле ӑсталани пирки каласа пачӗ. Ӗҫӗ вӗсем кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Унсӑр пуҫне тата виҫӗ ҫын хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара, виҫӗ уйӑхран, «Яндекс.Переводчикра» бета-верси хатӗр пулнӑ та. Хальхи вӑхӑтра вӗсем асӑрханӑ кӑлтӑксене пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Тӑлмачӑн бази валли ытларах пайӗпе театрсенче усӑ куракан синхронлӑ куҫарусемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех словарьсен электронлӑ варианчӗсемпе талмачӑн ӗҫне лайӑхлатнӑ.
Малалла кӳршӗсем ҫармӑс чӗлхин корпусне хатӗрлеме пуҫласшӑн. Унта вӗсем тӗрлӗ текстсене кӗртесшӗн, ӑна чӗлхеҫӗсене пулӑшма пурнӑҫласшӑн.
Раҫҫейре кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне каллех хатӗрленӗ. Хальхинче www.mlg.ru порталра регион пуҫлӑхӗсем утӑ уйӑхӗнче мӗнле ӗҫленине хакланӑ.
Мускав мэрӗ Сергей Собянин танлаштарӑмра яланхи пекех пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Ку йӗркерен вӑл темиҫе уйӑх каймасть ӗнтӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Мускав облаҫӗн кӗпрнаттӑрӗ Андрей Воробьев. Хальхинче вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ. Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хальхи танлаштарӑмра тӑватӑ йӗрке аялалла аннӑ. Михаил Васильевич 79-мӗш вырӑна ҫитнӗ. Юлашки йӗркесене Белгород облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Евгений Савченко, Ямал-Ненецк автономи округӗн ертӳҫи Игорь Кошин тата Мари Республикин пуҫлӑхӗ Леонид Маркелов йышӑннӑ.
Чӑваш Енри Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче тӑрӑшакансем тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсен опычӗпе паллашма тӑрӑшсах тӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем ҫармӑссен опычӗпе кӑсӑкланса унта тухса кайнӑ.
Парламентра ыттисене питех курӑнман ӗҫе пурнӑҫлаканӗсем шӑпах аппаратра вӑй хуракансем тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук. Куҫа курӑнман хут ӗҫӗ ҫавсен самай. Кашни саспаллишӗн тенӗ пек явап тытма тивет вӗсен. Аппаратра тимлекенсенчен чылайӑшӗ чылай ҫул вӑй хунӑ вӑхӑтра пуян опыт пухнӑ пулин те ҫӗннине те пӗлме ӑнтӑлаҫҫӗ.
Ҫармӑссен саккун кӑларакан органӗнче пирӗннисен куҫӗ тӗлне парламентпа парламентӑн туслӑ ҫыхӑнӑвне халалланӑ стендсем те лекнӗ. Вӗсенчен пӗрне чӑваш тата ҫармӑс парламенчӗсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснине уйӑрнӑ.
Канашри машиностроени савутӗнче хальхи йышши лифтсем кӑларма тытӑнӗҫ. Предприяти саккас илнӗ ӗнтӗ: 100 лифт кӑлармалла.
Канашри савут ҫӗнӗ производствӑна алла илет. Ытларах вӑл унччен сортлакан хатӗр-хӗтӗрӗ кӑларӗ. «Канмаш» ҫулталӑкне 1200 кабина тӑвӗ.
Раҫҫейре лифтсем питӗ кирлӗ. Ӑна лайӑх туянаҫҫӗ. Лифта темиҫе савут ҫеҫ кӑларать. Чылайӑшӗ кивелнӗ ӗнтӗ, вӗсене тахҫанах улӑштармалла. Ҫулталӑкне 35 000 лифт кирлӗ.
Канашра лифт кӑларма тытӑнас ӗҫе 300 миллион тенкӗ инвестици хывнӑ. Савут директорӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсен пахалӑхӗ ют ҫӗршывра кӑларнисенчен япӑх пулмӗ. Лифтсем 400–1250 килограмм чӑтаканнисем, видеосӑнавпа тата сенсор экранпа пулӗҫ.
Саккас панӑ 100 лифта Хусана, Самара, Мари Республикине ӑсатӗҫ, Шупашкарта та хӑварӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |